Чӑваш Енри суйлав тӗп комиссийӗн 2015 ҫулхи суйлавсенче икчӗлхелӗхе пӑхӑнмалла. Кун тӗлӗшпе «Ирӗклӗх» общество ҫыру янӑ.
Суйлав тӗп комиссийӗн председателӗн Александр Цветковӑн ячӗпе янӑ ҫырура «Ирӗклӗх» хастарӗсем ЧР Конституцийӗпе тата «Чӗлхесем пирки» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Енре вырӑс тата чӑваш чӗлхи пӗр танах пулнине палӑртнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Чӗлхесем ҫинчен» саккунра «суйлав бюллетенӗсем Чӑваш Енре вырӑсла пичетленеҫҫӗ» тесе палӑртнӑ. Анчах суйлав комиссийӗ йышӑнӑвӗпе вӗсене чӑвашла та, кирлӗ пулсан ытти чӗлхепе те пичетлеме май пур.
Ҫавна май «Ирӗклӗх» суйлав тӗп комиссине бюллетеньсене вырӑсла та, чӑвашла та пичетлеме ыйтать. Май пулсан бюллетеньсене тутарла тата ирҫелле хатӗрлеме сӗнеҫҫӗ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне тата Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене суйлама палӑртнӑ.
Хула тӑрӑх ҫӳресен шӑп та лӑп ҫакнашкал ыйту ҫуралать. Ара чарӑнусенче пур вырӑнта та ҫитес уявпа хӗрсемпе хӗрарӑмсене вырӑсла кӑна саламлаҫҫӗ-ҫке. Чӑвашла салам ҫук-тӑк — ку Шупашкар хула администрацийӗ (баннерта вӗсен логотипӗ пурри ҫак ӗҫе вӗсем явӑҫни пирки пӗрре те иккеленме ҫук) вырӑс хӗрӗсемпе хӗрарӑмӗсене кӑна хисепленине кӑтартать мар-и?
Пирӗн шутпа пӗтӗм тӗнче уявлакан уявра ытти халӑхсенни пекех чӑваш хӗрарӑмне те пӗрешкелех хисеплемелле, пӗрешкелех юратмалла.
Чӑваш халӑх сайчӗ Шупашкар хула администрацийӗнчен тепӗр хут ыйтать — чӑваш чӗлхине хисеплесси хӑҫан пуҫланӗ? Хӑҫан ҫак тӗрӗсмарлӑха пӗтеретӗр?
Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ регионсен шайӗнчи «Чӑваш орфографийӗ: иртни, хальхи, пуласси» конференцие хутшӑнма йыхравлать. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртет.
Ҫак секцисем ӗҫлӗҫ:
1. Чӑваш орфографийӗн теори никӗсӗ.
2. Чӑваш орфографийӗн шкул вӗрентӗвӗнчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ.
3. Чӑваш орфографине пичетре тытса пырасси.
Конференци чӑвашла тата вырӑсла ӗҫлӗ.
Тутарстанри Рункӑри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Пӑва районӗнчи шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хӑйсен черетлӗ ларӑвне пуҫтарӑннӑ. Ку ларӑва чӑваш литература классикӗ К.В. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Чи малтанах учительсем ҫак шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Н. Сайкина ирттернӗ уҫӑ урокра пулнӑ. 8-мӗш класра вӗренекенсем «Константин Ивановпа Габдулла Тукай пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗнчи пӗрпеклӗхсемпе уйрӑмлӑхсем» темӑпа иртнӗ урока тӗплӗн хатӗрленнӗ-мӗн: поэтсем ҫинчен хӑтлавсем хатӗрленӗ, кӗнекесен выставкине йӗркеленӗ, сӑвӑсем пӑхмасӑр вӗреннӗ. «Уҫӑ урока ирттернӗ чух учителӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхӗ палӑрчӗ», — тесе ӗнентерет «Сувар» хаҫат.
«Туслӑ икӗ халӑхӑн пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ чаплӑ поэчӗсен шӑписем пӗрешкелех пулнӑ: сахал вӗреннӗ, вырӑс поэчӗсен хайлавӗсене куҫарнӑ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ, революцие хутшӑннӑ, халӑхӑн асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ, авланман, пӗр чирпех чирленӗ, ҫамрӑкла вилнӗ, каярахпа иккӗшӗ те халӑх хисепне, юратӑвне тивӗҫнӗ...», — хыпарлать хаҫат.
Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев Чӑваш Ен Элтеперӗ ертсе пынӑ йышпа Крыма кайса килни пирки аса илтернӗ май ЧНК сайчӗ ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ Крым Республикинчи йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашасси тесе палӑртать. Раҫҫейпе ҫӗнӗрен пӗрлешнӗренпе унта чӑваш наципе культура автономине туса хурасси тата та ҫивӗчленнӗ имӗш. Севастополь хулинче пирӗн йӑхташӑмӑрсем автономи пӗрлешӗвӗ туса хунӑ-ха, анчах та Крым Республикинче пур чӑваш автономийӗсене пӗрлештерсе тӑракан организаци ҫук. Симферопольте Валерий Клементьев Крымра пурӑнакан пирӗн ентешсемпе тӗл пулнӑ.
Калаҫу ҫак ҫул унта чӑваш наципе культура автономийӗ йӗркелесе ярасси пирки пынӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхесӗр, тӑван культурӑсӑр тунсӑхланине пӗлтернӗ.
Патӑрьел районӗнчи Турхан шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗсен III методика фестивалӗ иртнӗ.
Ӑна Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем тӗрлӗ темӑпа иртнӗ. Уҫӑ урок ирттерессипе Турханти Лариса Осиповӑпа Валентина Самарова, Нӑрваш Шӑхальти Нина Павлова, Патӑрьелӗн 1-мӗш шкулти Елена Переплкина, Надежда Михайлова тата Елена Бабаева, Патӑрьлӗн 2-мӗш шкулти Татьяна Дмитриева, Галина Хлебникова, Сӑкӑтри Елена Анюрова мала тухнӑ.
«Чи лайӑх чӑваш литературин урокӗ» номинацире Аслӑ Арапуҫри Валентина Савинова, Патӑрьелти 2-мӗш шкулти Марина Иванова, Алманчӑ шкулӗнчи Галина Генералова, Хирти Пикшик ялӗнчи Альбина Пестрова маттур пулнӑ.
Класс тулашӗнче мероприятисем ирттерсе Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Наталия Путякова, Алманчӑри Светлана Чихина палӑрнӑ.
Фестиваль ҫӗнтерӳҫисене Патӑрьел район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗн дипломӗсемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсен хушшинче «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» конкурс иртрӗ. Вӑл пурӗ тӑватӑ пайран тӑчӗ: «Тӑван ен, манӑн шкул, манӑн педагогикӑри ӗҫӗм» паллаштару, «Манӑн педагогикӑри тӗп шухӑш» эссене хӑтлани, ӑста урокӗ ирттерни тата ҫавӑн пекех курава тӑратнӑ конкурс материалӗсене тишкерни пулчӗ.
Пурӗ 9 вӗрентекен тупӑшрӗ: Канаш районӗн Шӑхасан шкулӗнчи Шерки Эльвира Николаевна, Ҫӗмӗрле районӗн Якуртушкӑнь шкулӗнчи Албутова Надежда Михаловна, Етӗрне районӗн Чирӗккасси шкулӗнчи Токарева Марина Васильевна, Элӗк районӗн Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи Петрова Алина Геннадьевна, Красноармейски районӗн Мӑн Шетмӗ шкулӗнчи Назарова Светлана Михайловна, Муркаш районӗн Чуманкасси шкулӗнчи Ефимова Альбина Николаевна, Вӑрнар районӗн Уравӑш шкулӗнчи Ермошкина Раиса Николаевна, Елчӗк районӗн Кӗҫӗн Таяпа шкулӗнчи Иванова Алевтина Афанасьевна, Шупашкар хулин 43-мӗш шкулӗнчи Тяхмусова Светлана Вячеславовна.
Венгрире чӑваш чӗлхине хисеплеҫҫӗ, вӑл унта пӗлтерешлӗ вырӑн йышӑнать-мӗн. Ҫакна Шупашкара килнӗ Мелинда Такач ҫирӗплетет. 28 ҫулти хӗр Чӑваш Ене чӑваш чӗлхине вӗренме килнӗ иккен.
Мелинда вырӑсла калаҫма хӑнӑхнӑ. Вӑл Сегедри университетра аспирантурӑра вӗренет. Мелинда — археолог. Ҫав вӑхӑтрах вӑл атеистикӑпа кӑсӑкланма тытӑннӑ.
Мелинда Такач чӑваш чӗлхи Хӗвеланӑҫӗнче сыхланса юлнӑ пӗртен пӗр тӗрӗк чӗлхи пулнине палӑртать. Венгр чӗлхине 400-е яхӑн чӑваш сӑмахӗ кӗнӗ-мӗн. Акӑ «пӑру», «ҫил», «сысна», «шӑпӑр» сӑмахсем пӗрешкелтерех янӑраҫҫӗ. Ҫаванпа унта Авалхи Венгри Пӑлхар халӑхӗсемпе ҫыхӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Мелинда Такач Шупашкара килсен «Ӑнӑҫу чӗлхи» курса ҫырӑннӑ. Вӑл халӗ унта чӑваш чӗлхине шӗкӗлчеме ҫӳрет, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче, вулавӑшсенче хӑй тӗллӗн вӗренет. Мелинда чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗн терминологийӗпе кӑсӑкланать. Вӑл диплом ҫырать, ҫакна унта кӗртесшӗн. Мелинда палӑртнӑ тӑрӑх, Венгрире унӑн вӑхӑт сахал. Лекцисем итлемелле, вуламалла, кӗнеке редакцилемелле… Шупашкарта вара чӑваш чӗлхине вӗренмешкӗн никам та, нимӗн те кансӗрлемест.
Паян Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ ятарлӑ лекци иртрӗ. «Чӑваш чӗлхи — чӑваш халӑх кун-ҫулӗн ялтӑрми» ятлӑскерне Мускавра пурӑнакан тӗпчевҫӗ Александр Савельев ирттерчӗ.
Лекци чӑваш чӗлхин кун-ҫулӗпе ҫыхӑнчӗ. Александр пирӗн чӗлхе тӗрӗк чӗлхи шутне кӗнине ҫирӗплетсе каларӗ, кӑна вӑл пирӗн чӗлхери базис сӑмахӗсем тӗпрен илсен тӗрӗк чӗлхи пулнипе ӗнентерчӗ. Ҫамрӑк тӗпчевҫӗ пирӗн чӗлхе ыттисемпе мӗнле ҫыхӑнура пулни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Этимологи урлӑ халӑхсен историне мӗнле тӗпчеме пуласси пирки чарӑнса тӑчӗ. Тӗслӗх пек вырӑс чӗлхине пӑлхар сӑмахӗсем ӑҫтан кӗнине ӑнлантарса пачӗ — хӑшне Танай пӑлхарӗсенчен илнине мӗнле пӗлмелле, хӑшне вара Атӑлҫи пӑлхарӗсенчен. Унсӑр пуҫне Александр Атӑлҫи Пӑлхарстанра мӗншӗн тутарсем ӗнентернӗ пек кӑпчак чӗлхи пулма пултарайманни пирки те асӑнчӗ. Сӑлтавӗ кӑпчаксем вӑл вӑхӑтра пачах урӑх вырӑнта тӗпленсе пурӑннинче тата кӳршӗлле халӑхсен лексикине ҫав тапхӑрта кӗнӗ сӑмахсем ҫуккинче.
Лекцин пӗр пайӗ хӑш-пӗр чӗлхесенчи сӑмахсем чӑваш чӗлхинчи пек пулни ҫинчен пулчӗ, Александр ӑнлантарнӑ тӑрӑх ҫав сӑмахсен чылай пайӗ пӗрешкел илтӗнет кӑна, пирӗн чӗлхесем хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑтартмасть.
Чӑваш наци конгресӗн сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грибоедов ячӗллӗ Наци литературин вулавӑшӗнче иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхе кунне паллӑ тунӑ, аякра пулсан та тӑван чӗлхене манмалла маррине палӑртнӑ.
Уява Эстонире пурӑнакан Пушкӑрт ҫӗрӗнче ҫуралнӑ чӑваш ҫыравҫи Дина Гаврилова илем кӳнӗ. Пухӑннисене унӑн хӑйне евӗрлӗ пуян шухӑшлӑ, ҫӑмӑл вуланакан хайлавӗсем питӗ килӗшнӗ иккен. Вулакансем палӑртнӑ тӑрӑх унӑн кӗнекисенче асран кайми, чуна ӑшӑтса тӑракан ачалӑх, йӑх-тымар ҫыхӑнӑвӗ...
Чӑваш Республикинчен тухнӑ тепӗр ентеш Алексей Ильин та хӑйӗн чӑвашла шӑрҫаланӑ сӑввисене вуласа панӑ.
Пуху вӗҫленнӗ май Питӗр чӑвашӗсем тӑван чӗлхепе илемлӗ вулакансен ӑмӑртӑвне йӗркеленӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе сӑйланса чей ӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |